![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/4/4f/Achernar.jpg/640px-Achernar.jpg&w=640&q=50)
Çăлтăрсен çаврăнăвĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Çăлтăр çаврăнăвĕ — çăлтăр хăйĕн тĕнĕлĕ тавра çаврăмлă куçăмсем туни.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/4/4f/Achernar.jpg/320px-Achernar.jpg)
Çаврăну хăвăртлăхне спектрти линисем куçнине кура е çăлтăр çийĕнчи активлă элементсем («çăлтăр çинчи пăнчăсем») куçнине пăхса палăртма пулать. Варринченле вăйсене пула, çăлтăр çаврăнăвĕ экватор тĕлĕнче мăкăрăлчăклăх çуратать. Çăлтăрсем хытă ĕскерсем маррипе вĕсен çаплах дифференциаллă çаврăну пулаять темелле; урăх сăмахсемпе, çăлтăр экваторĕ, ытти анри талккăшсемпе танлаштарсан, урăх кĕтесле хăвăртлăхпа çаврăнма пултарать. Хăвăртлăхăн кунашкал уйрăмлăхĕсем çăлтăрăн магнит уйне генерацилес тĕлешĕнчен питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çăлтăрăн магнит уйĕн çăлтăр çилĕпе çыхăну пур. Çăлтăр çилĕ çăлтăртан тухать, магнит уйĕ çав çилпе хире-хирĕç вăйăма кĕрет те çакна пула кĕтес саманчĕ çăлтăртан тăвăла куçать, лешĕ ăна «илсе каять», çакнашкал куçару вара вăхăт иртнĕçем çăлтăрăн кĕтесле хăвăртлăхне чакарать.