Алтай Республикин географийĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Алтай Республики Хĕвеланăç Çĕпĕр кăнтăр енче вырнаçнă. Вăл çурçĕр-анăç енче Алтай крайĕпе, кăнтăр-анăç енче — Монголипе, кăнтăр енче — Китайпа, тухăç енче — Хакасипе те Тывапа, çурçĕр-тухăç енче — Кемĕр облаçĕпе чикĕленет. Çурçĕртен кăнтăрта территорин вăрăмăшĕ — 400 км, анăçран тухăçра — 360 км. Китайпа чикĕ вăрăмăшĕ кунта 40 км çеç.