Атăлçи Пăлхар ислам йышăнни
From Wikipedia, the free encyclopedia
Атăлçи Пăлхар ислам йышăнни — историлле пулăм. Хальхи эрăн пĕрремĕш пинçуллăхĕн вĕçĕнче пулса иртнĕ. Çак пулăма Багдадран килнĕ элчĕлĕх 922-мĕш çулта Атăлçи Пăлхарта пулнипе çыхăнтараççĕ. Ислама йышăнаканни Алмуш элтепер тата ун çывахĕнчи аслă çынсем пулнă. Сăлтавĕ — хасарсен витĕмĕнчен хăтăласси.
Хальхи хаçатра кун пирки ак çапла çырса кăтартнă[1]:
Ислам тĕнне Пăлхар патшалăхĕнче 921[2] çултах йышăнма пуçланă. Ун чухнехи Пăлхар патши Эльмуш (Алмуш) вăл вăхăтри вăйлă Багдад халифачĕпе çывăхланма тĕв тăвать. Атăл тăрăхне Багдад элчисемпе, ытти ислам миссионерĕсемпе пĕрле килнĕ посольство секретарĕ, Ахмед ибн Фадлан дипломат хăй курса çӳренисем çинчен çырса пынисенче çапларах сыпăк пур: «Эльтепер мана каларĕ: «Ман ятпа хутба (проповедь) калама мĕнле май пур-ши?» – терĕ. Эпĕ каларăм: «Сан ятупа аçу ятне каласа», – терĕм. Вăл каларĕ: «Анчах та ман атте тĕрĕс тĕне ĕненекен çын пулман, манăн та минбар (мечĕтри кĕлĕ каламалли вырăн (кафедра) çинчен ун ятне асăнас килмест, эпĕ те унччен ют тĕнпе пурăннă, манăн хамăн ятăма асăнтарас килмест, мĕншĕн тесен мана ят параканĕ çак тĕне тытакан çын пулман. Ман хуçа, тĕрĕс тĕне тытакансен пуçлăхĕ, мĕн ятлă?» – терĕ. Эпĕ каларăм: «Джафар», – терĕм. Вăл каларĕ: «Мана ун ятне илме юрать-и?» – терĕ. Эпĕ каларăм: «Юрать», – терĕм. Вăл каларĕ: «Апла, эппин, эпĕ хама Джафар тесе, аттене Абдаллах тесе ят хутăм ĕнтĕ, кун пирки хатиба (кĕлĕ калакана) пĕлтерме хуш», – терĕ. Эпĕ çапла турăм та, хатиб ун ячĕпе хутба калама пуçларĕ: «Эй, Аллах! Хăвăн чуруна, Джафара, Абдаллах ывăлне, пăлхарсен пуçлăхне упраса усра!» – терĕ» («Революцичченхи чăваш литератури» кĕнекерен, 1 т., 35-36 стр., Шупашкар, 1984). |