Плазма
From Wikipedia, the free encyclopedia
Плазма (грек πλάσμα «калăпланă, йăваланă») — япалалăхăн тăватă агрегатла тăрăмĕсенчен пĕри. Ытти тăрăмсем — хытă ĕскер, газ, шĕвек. Плазма вăл — ионизациленнĕ газ. Тивĕçлĕ температура çитсен хуть те мĕнле "ахаль" газ та ионизациленнине кура ĕнтĕ плазмăна япалалăхăн таваттăмĕш агрегатла тăрăмĕ теççĕ.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Плазма (пĕлтерĕшсем) пăхăр.