Самофраки Ники
From Wikipedia, the free encyclopedia
Самофраки Ники (пирĕн эрăччен II ĕмĕр) — 1863 çулхи ака уйăхĕнче Самофраки утравĕ çинче, кабирсен сăваплă вырăнĕнче Франци консулĕ тата археологĕ Шарль Шампуазо тупнă Авалхи Греци Ника хĕрарăм-турăн мрамор ÿнер кÿлепи.
Çав çулах ăна Францине леçнĕ.