Сенкер пулăç кайăк
From Wikipedia, the free encyclopedia
Сенкер пулăç кайăк - çерçирен кăшт пысăкрах кайăк. Кӳлĕсемпе юханшывсем хĕрринче чăнкă çыран ăшнелле 1 метра яхăн çĕр чавса йăва туса пурăнать, ытларах пĕчĕк пулăсемпе тăранать.
Çăмартисем (6-7) шурă тĕслĕ. Амипе аçи иккĕшĕ те 21 кун пусса улшăнса лараççĕ. Ака уйăхĕн вĕçĕнче вĕçсе килеççĕ, çурла уйăхĕнче кăнтăралла çул тытаççĕ, инçе вĕçмеççĕ.
Пулăç кайăксен йышĕ Чăваш Енре сахал.