Совет Союзĕн Маршалĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Совет Сою́зĕн Маршалĕ — Совет Хĕçпăшаллă Вăйĕсенчи çар хисепĕ.
1935 çулхи авăнăн 22-мĕшĕнче Ĕçтеш-çĕрĕçтеш Хĕрлĕ çарĕпе Тинĕс-çар флотĕнче пайăр йышĕ валли пайăр çар хисепĕсене палăртас тĕллевпе Тĕп Ĕçтăвакан Комитетпа ССРП Халăх Комиссарĕсен Канашĕн йышăнăвĕпе кĕртнĕ. 1945 çулхи çĕртмен 26-мĕшĕччен, Совет Союзĕн Генералиссимусĕ хисепĕнчен кĕçĕнни (И. В. Сталин пĕртен-пĕр Генералиссимус 1953 çулта çĕре кĕрсен — каллех аслă хисеп де-факто) пулнă.
Флотри пĕр тан хисеп — Совет Союзĕн Флот Адмиралĕ. Çарсен хăшпĕр ятарлă ăрачĕсенче Совет Союзĕн Маршалĕ хисепĕ умĕн (анчах та эквивалентлă пулман) Çарсен ăрачĕн тĕп маршалĕ шутланнă.
Раççей Федерацинче 1993 çулта Раççей Федерацин Маршалĕ хисепе çирĕплетнĕ.
Совет Союзĕн Маршалĕ хисепе пĕрремĕш тивĕçнисем: К. Е. Ворошилов, А. И. Егоров, М. Н. Тухачевский, В. К. Блюхер тата С. М. Будённый (1935 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕ).
Пурĕпе 1935—1991 çулсенче Совет Союзĕн Маршалĕ хисеппе 41 çынна тивĕçтернĕ, вĕсенчен 36 — профессиллĕ çар çынни, 4 — çар хĕсмечĕ вырăнĕнче ĕçленĕ политика ĕçченĕ (Сталин, Берия, Булганин тата Брежнев); «политика маршалĕсем» йышне çаплах Д. Ф. Устинова хушма юрать. Асăннă пайăр çынсенчен Л. П. Берия кăна маршал хисепне «политика» мотивĕпе мар, ĕçлев йĕркипе — ССРП ПХХК аттестациленĕ мĕнпур йышне çар çыннисен хисепĕ çине куçарнă.