Тĕмĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тĕмĕ е тĕм — ӳсентăрансен пурнăç ĕлки; нумай çул йывăçла ӳсентăрансем, çӳллĕшĕ 0,8—6 метр[1], йыăçпа танлаштарсан, çитĕннсе çитсен те тĕп вулă çук, темиçе хунав çеç. Пурнăç тăршши 10—20 çул.
- Ку ăнлава Тĕме тенипе пăтраштармалла мар
Тăтăшах тĕмĕсем вăрмансен чиккисенче (тĕмĕ çеçенхирĕ, вăрманлă тундра) ӳсеççĕ. Вăрмансенче кĕçĕн вăрман тăваççĕ.
Тĕслĕхсем: Хăла çырли, боярышник, барбарис.
Хуçалăхра кирлĕ улма-çырла тĕммисем: хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан.
Раункиерăн пурнăç ĕлкисен системинче фанерофитсем шутне кĕреççĕ.