Францин Аслă революцийĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Францин Аслă революциĕ, — Франци историйĕн 1789-1799 çулсем хушшинчи тапхăрĕ. Ку вăхăт тапхăрĕнче Франци пурнăçĕнче питĕ пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Сăмахран, монархи вырăнне [республика] йĕркипе пурăнма тытăннă.
Франци револю́цийĕ (фр. Révolution française), хăш чухне «Аслă» теççĕ, Франци социаллă тата политика системин XVIII ĕмĕрте пулса иртнĕ пысăк трансформацийĕ шутланать, ун чухне Кивĕ йĕркене пăрахăçланă. Бастилие 1789 султа ярса илнипе тапранать, вĕçĕмне тĕрлĕ историксем 1794 çулхит 9 термидор пăтăрмахĕ[1], 1799 çулхи 18 брюмер пăтăрмахĕ[2], е Наполеон 1804 çулта патша кăшăлне тăхăннине палăртаççĕ. Çак тапхăрта Франци абсолютлă монархинчен пĕрремĕш хут сăмахпа ирĕклĕ те тан граждансен республики пулса тăрать. Франци революци пулăмĕсем Францине хăйне те, кӳршисене те улăштарнă, нумай историксем çак революцие Европа кун-çулĕн чи паллă ĕç-пуçĕ вырăнне хураççĕ.[3]