![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/4/43/2006-01-14_Surface_waves.jpg/640px-2006-01-14_Surface_waves.jpg&w=640&q=50)
Хум
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хум — çутçанталăкри пулăм.
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/4/43/2006-01-14_Surface_waves.jpg/640px-2006-01-14_Surface_waves.jpg)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/9/91/1D-Wave.gif/640px-1D-Wave.gif)
Горизонт тĕнĕлĕпе уçлăхри
Уçлăхри уйрăммăн илнĕ пăнчинче (тĕслĕхрен, ӳкерчĕкĕн варринче) физикăри капĕ (хĕрлĕ çаврашкан вертикаллĕ координати) вăхăт çемĕн улшăнать, уçлăхри кашни пăнчăра физикăри сулланупулса иртет.
Анчах та уçлăхри юншар пăнчисенчи сулланусен пĕтĕмлĕхĕ ăнсăртран мар, ятарлă майлăн пулса тухать, анимациленĕ ӳкерчĕкĕн юнашар кадрĕсенче (вăхăтăн кашни самантĕнче) физикăри капĕ координатпа килĕшӳллĕн графикĕ (синкер линийĕ) хăйĕнпе пĕрех пулать, сылтăмалла куçăннипе çеç уйрăлса тăрать (физикăри капĕ хума танлатнине çураçтарать). Физикăри кап уçлăх-вăхăтра çакăн пек выляннине хум теççĕ те. Кăтартнă тĕслĕхре чупакан хум вăхăтпа гармоникăлла килĕшӳллĕ, пĕр тĕслĕ хутлăхра сулахайран сылтăмалла çухатусăр сарăлать. Уçлăхăн хăшпĕр пăнчăсен физикăри капĕн самантри хăвăртлăх улшăнăвĕн векторĕсене
Хум — физикăлла капсен пĕр-пĕр йышĕн (харпăр физикăлла уйăн е йăмлăхла талккăшăн палăрăмĕсен) хăй çуралнă тĕлтен куçма пултаракан улшăнăвĕ е уçлăхăн вĕçсĕр мар уйрăм хутлăхĕнче пулса иртекен сулланусем[1].