Швецин провинцийĕсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Провинци, çаплах ландскап (шв. landskap) — Швецин Культурăпа истори паллăлăхне упракан администрацисĕр территори виçи.
Официаллă Швецие провинцисене 1634 çулхи Аксель Оксеншерн реформиччен пайланă. Çĕнĕлле системăпа патшалăх ленсенчен тытăнса тăрать. Ленсен хальхи чиккисем провинцисенни пекех юлнă. Хăшпĕр провинцисем пĕтĕмпех урăх патшалăхсене кĕреççĕ (Финлянди, Раççей Федерацийĕ), çавăнпа та халĕ çав терминсемпе усă курмаççĕ. Апла пулсан та, провинцисем хальхи Швеци территоринче кулленхи пурнăçра паллă ролĕ курăнать.
Провинцисем регионсене — Гёталанд, Свеаланд тата Норрланд — кĕреççĕ. Юлашкин пайĕ Финляндире вырнаçнă, çавăнпа та тăтăшах Норрланд тесе унăн хальхи швед пайне çеç асăнаççĕ. Унчен Эстерланд регион пур, унăн территорийĕ пĕтĕмпех хальхи Швецин тулашĕнче вырнаçнă.