Экзистенциализм
From Wikipedia, the free encyclopedia
Экзистенциали́зм (фр. existentialisme, лат. existentia — пурăнавлăх), çавăн пекех пурăнавлăх философийĕ — XX ĕмĕрти философин пĕр енĕ, этем пуррилĕхĕн уникаллĕхне палăртать. Экзистенциализм тăванла персонализм тата философилле антропологи енсемпе параллеллĕн аталанса пынă, çав вăхăтрах вĕсенчен этем хăйĕн тĕшĕнчен хăпнин (уçăлтарнин мар) идейипе тата эмоцилле тĕшĕн тарăнăшне акцентланипе уйрăлса тăнă.
Франци философĕ Жан-Поль Сартр шучĕпе, экзистенциализм никĕсне Достоевский персонажĕсенчен пĕри палăртнă: «Турă çук-тăк, кирек мĕн тума та юрать»[1].
Çыннăн пурăнавлăхĕ — унăн тĕшшинчен маларах тăрать. Ытти «объектсем» тĕлĕшпе те çавнашкалах.