Y-хромосома
From Wikipedia, the free encyclopedia
Y-хромосома — чылайрахăшĕпе сĕт ĕçекен организмсен, çав шутра çынăн та, ар хромосоми. Унăн шутне ар организмне палăртакан SRY генĕ, çаплах сперматозоид тума кирлĕ генсем кĕреççĕ. SRY генĕ мутациленсен XY генотиплă хĕрарăм организмĕ пулса тăрать (Суайер синдромĕ). Çынăн Y-хромосоми 58 мильон мăшăр азот основанинчен тытăнса тăрать.