Андрон культури
From Wikipedia, the free encyclopedia
Андрон культури — пирĕн эрăчченхи 2300 — 1000 çулсенче Хĕвеланăç Çĕпĕрпе Вăтам Азин хĕвеланăç çĕрĕсенче аталаннă бронза ĕмĕрĕнчи çывăх археологи культурисен пĕрлехи палăртăвĕ.
Ячĕ Ачинск хули çумĕнчи Андрон ялĕнчен (55.883333, 55.755°53′ с. ш. 55°42′ в. д.55.883333° с. ш. 55.7° в. д. (G)) тухать, кунта 1914 çулта вилтăпрасене пĕрремĕш тупнă.
Андрон культурине вырăс археологĕ С. А. Теплоухов 1927 çулта уйăрнă. Тĕпчев ĕçсене археологом К. В. Сальников та ирттернĕ, вăл 1948 çулта андрон культурин палăкĕсен пĕрремĕш квалификацилет. Унăн палăртăвĕнче виçĕ тапхăр: фёдоров, алакуль тата замараев тапхăрĕсем.
Халĕ андрон культуринче 4 тăван культура тесе шутлаççĕ:
- Синташта-Петровка-Аркаим (Кăнтăр Урал, çурçĕр Казахстан, пирĕн эрăччен 2200—1600,
- Синташта хӳтлĕхĕ, Челепи облаçĕ, пирĕн эрăччен 1800;
- Аркаим пурăнан вырăн, çаплах в Челепи облаçĕ, пирĕн эрăччен 1700;
- Алакуль (п. эрч. 2100 çул—1400), Амударьяпа Сырдарья хушшинче, Кызылкум пушхирĕ;
- Алексеевка (п. эрч. 1300 çул—1100) тухăç Казахстанра, Намазга-Тепе сĕмĕ VI ĕмĕр Туркменистан
- Фёдорово (п. эрч. 1500 çул—1300) Кăнтăр Çĕпĕр (пĕрремĕш кремаципе кăвайт культури;
- Бешкент районĕ — Вахш (Таджикистан), пирĕн эрăччен 1000—800.