Вермахт
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ве́рмахт (ним. Wehrmacht, Wehr — хĕçпăшал, хӳтĕленӳ тата Macht — вăй) — наци Германин 1935—1945 çулсенчи хĕçпăшаллă вăйĕсем.
Хĕçпăшаллă вăйсене тумалли сакккуна (ним. „Gesetz über den Aufbau der Wehrmacht”) 1935 çулхи пушăн 16-мĕшĕнче, Адольф Гитлĕр влаçа илнĕ хыççăн икĕ çул иртсен, йышăннă. «Хĕçпăшаллă вăйсем» Типçĕр Çарĕсенчен (das Heer), Тинĕс-Çар Флотĕнчен (die Kriegsmarine) тата Сывлăш-Çар Вăйĕсенчен (die Luftwaffe)(Люфтваффе) тытăнса тăнă. Çак çарсене ертсе пымашкăн тытăмлăх органĕсене — аслă çарпуçлăхсене — йĕркеленĕ:
- Германин хĕçпăшаллă вăйĕсен Аслă çарпуçлăхĕ (ним. „Oberkommando der Wehrmacht /OKW/ ”) - ОКВ;
- Типçĕр çарĕсен Аслă çарпуçлăхĕ (ним. „Oberkommando des Нееrеs /ОКН/ ”) - ОКХ;
- ТÇФ Аслă çарпуçлăхĕ (ним. „Oberkommando der Marine /ОКМ/ ”) - ОКМ;
- Сывлăш Çар Вăйĕсен (Люфтваффе) Аслă çарпуçлăхĕ (ним. „Oberkommando der Luftwaffe /ОКL/ ”) - ОКЛ.
Аслă çарпуçлăхне кашни хĕçпăшаллă вăй тĕсĕн тĕп çарпуçĕ ертсе пынă.
1940 çултанпа Вермахт шутне çаплах СС çарĕсем (Waffen-SS) кĕнĕ, вĕсем оперативлă ВПÇ пăхăнса тăнă, ăна СС Рейхсфюрерĕ Генрих Гиммлер палăртса хунă.
Вермахтăн Аслă çарпуçĕ рейхсканцлер Адольф Гитлер шутланнă.