Дивизи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Дивизи (лат. divisio — пайлани) — тĕп оперативлă-тактика чăмăртăвĕ (çар пĕрлешĕвĕ).
Тĕп полксемсĕр пуçне, дивизире 1-2 артиллери полкĕ, 1 зенит-ракета полкĕ, реактивла дивизион, ракета дивизионĕ, инженерлă-сапёр батальонĕ, çыхăну батальонĕ, автомобиль батальонĕ, (разведка) батальонĕ, радиоэлектрон-кĕрешӳ батальонĕ, хатĕр-хĕтĕр батальонĕ, ремонт-юсав батальонĕ, медици-санитари батальонĕ, хими сыхлавроти тата темиçе тĕрлĕ пулăшу ротипе взвод.
Хальхи Раççей Çарĕнчи танк, мотострелок, артиллери, сывлăш-десант, ракета тата авиаци дивизисем пур е пулма пултараççĕ. Ытти çар ăрачĕсенче, йăшăннă евĕр, çӳллĕ чăмăртăвĕ полк е бригада шутланать. Вăтамран дивизире 12-24 пин çын. Дивизи командирĕн çар хисепĕ — генерал-майор.
Çара дивизие пайлама Францире XVII ĕмĕрте пуçланă, Раççейре — XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче.