Классицизм
From Wikipedia, the free encyclopedia
Классицизм ((фр. classicisme), лат. classicus — тĕслĕхлĕ) — XVII-XIX-ĕмĕрсенчи Европа ÿнер илемлĕхĕн эстетикаллă юхăмĕ.
Классицизмăн тĕп вырăнне Декарт философин рационализм шухăшлавĕ йышăнать. Классицизм пăхнă тăрăх, ÿнер хайлавĕ, тĕнчепулăмĕн янкăр-тÿрĕ логикине уçса парса, хытарса çирĕплетнĕ канонсем тăрăх пурнăçланмалла.
Классицизма улшăнма пултарайман ĕмĕрлĕх кăсăклантарать — кашни пулăмра вăл, ăнсăртран пулса тухнă харпăрлăх паллисене айкине сирсе ярса, чи пĕлтерĕшлине çех упраса хăварать. Классицизм илемĕ ÿнер ĕçĕн умне пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕл лартать, ку вăл — этем пĕрлĕхне ăс парса аталантарни. Классицизм жанрсен йĕркине çирĕп тытăнтарать, вĕсене çÿллĕ (ода, трагеди, эпопея), тата аяллă жанрсене (кулăш, сатира, юптару) пайлать. Кашни жанрăн çирĕплетнĕ паллисем пур, вĕсене пĕр-пĕринпе пăтраштарма юрамасть.
Уйрăм юхăм пулса классицизм XVII - ĕмĕрте Францире никĕсленнĕ. Франци классицизмĕ çынăн харпăрлăхне тĕнпе чиркÿ витĕмĕнчен ирĕке кăларса, пурнăçăн чи хаклă вырăнне лартса çирĕплетнĕ. Раççей империйĕнче классицизм юхăмĕ хăйне май çулпа аталаннă.
Нумай енчен классицизм антиклă ÿнерĕн (Аристотель, Гораций), «ылтăн ĕмĕрне» илем тĕслĕхĕ вырăнне илсе тĕрев илнĕ. XVII- ĕмĕрти Францире ăна Минервапа Марс ĕмĕрĕ тенĕ.