Сăкăт патшалăхĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Сăкăт патшалăхĕ, — хальхи Таджикистанпа Узбекистанăн кăнтăр пайне тата Афганистанăн çурçĕр пайне йышăннă авалхи патшалăх.
- Ытти пĕлтерĕшсене Сăкăт (пĕлтерĕшсем) статьяра пăхăр.
Сăкăт — Ахемен ăрăвĕн импери провинцийĕ, Бегистун чуллă сăртĕнче, хальхи Таджикистан (Памирсăр пуçне), кăнтăр Узбекистан (Самаркандпа Бухара çĕрĕсене хута илсе те) çурçĕр Афганистан территорисене пĕрлештерсе тăнă.
Хальхи таджиксем сăкăтсемпе бактрисен нĕселĕсем шутланаççĕ.
651 çулта арапсем Сасансен Персири тăранлăхне пĕтернĕ, ун хыççăн Мавараннакăна (Mā warā 'l-nahr, «юханшыв леш енĕ») талпăннă. Вĕсем сăкăтсен çĕрĕсене Амударья леш енче пулнипе çапла палартнă. Сăкăтсем чылай вăхăт хирĕç тăрса çапăçнă, анчах та 722 çулта хурасан эмирĕн Саид аль-Хараши эшкерĕсем вĕсене пĕтĕмпех çĕнтернĕ. Чикĕнсе вăрçса тапăнса хурасансем Муг тăвĕ çинчи сăкăтсен Деваштич юлашки ĕмпĕвĕн карманне туртса илнĕ.
Каярахпа çак çĕрсенче арапсене хирĕç пăлхавсем (тĕслĕхрен, 728—729 çулсенче) хыпса тухнă.
Зарафшан шывĕн улăхĕ Вăтам ĕмĕрсенче Сăкăт О (Самарканд) ятлă пулнă, çав ят паянкуна та упранса юлнă.