Флора (халаплӑх)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Флора (лат. Flora) — Авалхи Римӑн чечекскен, ҫутҫанталӑк вӑрансан, ҫурхи чечексем ҫурӑлса ешелнин турри. Грек турри (нимфи) Хлоридапа пӗр тан. Овидий каласа панӑ халап тӑрӑх, ҫӗр нимфи Хлорида, хӑйне юратса пӑрахнӑ хӗвеланӑҫ ҫилӗн турри Фавонийрен тарса (вӑл Авалхи Греци туррипе - Зефирпа пӗр шайра тӑнӑ) Флора пулса тӑнӑ, унӑн кӑкӑрӗсенчен чечексем тухса, пур таврана сапаланнӑ.
Флорана ячӗпе Авалхи Рим пӗрмаях уявсем — флоралисем йӗркелесе ирттернӗ.