Хункăр чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хункăр чĕлхи (мадьяр, мачар чĕлхи) — финн-укăр чĕлхисен ушкăнне кĕрекен чĕлхе. ханты тата манси чĕлхипе пĕрле укăр сыпăкне йĕркелет. Хункăрла калаçакан йыш 15 млн çывхарать. Хункăрсем, тĕпрен илсен, Хункăрире, Австрире, Румынире, Украинăра пурăнаççĕ.
Краткие факты Хункăр чĕлхи, Классификаци ...
Хункăр чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Magyar nyelv |
Патшалăхсем: | Хункăри, Румыни, Словаки, Украина, Серби, Хорвати, Австри, Словени |
Официаллă статус: | Хункăри, ЕП, Воеводина Сербире, Румынири, Словакири тата Словенири венгрсем пурăнакан вырăнта |
Йĕркелекен: | Хункăри Ăслăх Академин лингвистика институчĕ |
Калаçакансен пур йышĕ: | 14 млн |
Рейтинг: | 52 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Урал чĕлхисем | |
Çырулăх: | латиница (хункăр алфавичĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ГОСТ 7.75–97: | вен 133 |
ISO 639-1: | hu |
ISO 639-2: | hun |
ISO 639-3: | hun |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Закрыть
Хункăр чĕлхи 8 диалекта пĕрлештерет. Хальхи тăван çĕршыв хутлăхне пуçтарăничченхи тапхăрта (X ĕмĕрчен) пăлхар-чăваш чĕлхипе тачă çыхăнура тăнă. Тĕпчевçĕсем хункăр чĕлхинче 500 яхăн чăваш сăмахне тупса палăртнă.
Çырулăхĕ латиница алфавичĕ çинче никĕсленнĕ. Чĕлхе кочĕ - hu е hun (ISO 639 тăрăх)