![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/82/EnduranceStirrup.jpg/640px-EnduranceStirrup.jpg&w=640&q=50)
Ĕсенкĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ĕсенкĕ е йĕнер пускачĕ (йĕнер пусси) — йĕнерпе çыхăнтарнă хатĕр, ку юланута лаша çинче тӳрĕ ларса кайма май парать. IV ĕмĕрте шутласа кăларнă тата пĕтĕм тĕнчипе хăвăрт сарăлнă япала.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/82/EnduranceStirrup.jpg/640px-EnduranceStirrup.jpg)
Ĕсенкĕпе усă курни юланутсене хĕçпе çапăçма тата ухăран персе тĕллĕ лектерме меллĕрех тунă. Ку куçса çӳрекен халăхсене çар тактикипе стратегине тата хĕç-пăшалне улăштарма май панă.