![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/b/bb/Amazonomachia_Louvre_Ma2119_2.jpg/640px-Amazonomachia_Louvre_Ma2119_2.jpg&w=640&q=50)
Амазонсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Амазонсем (пĕрреллĕ хисепре амазон, ав.гр. ἀμαζόνες[1], выр. Fмазонки, акăл. Amazons, ним. Amazonen, азерб. Amazonlar, норв. Amasoner) — авалхи грексен халаплăхĕнчи сăнарсем, пĕтĕмпех хĕрарăмсенчен çеç тăнă халăх; ытти халăхсен арçыннисемпе йăха тăсас шутпа çеç хутшăнкаланă имĕш, çуралнă арçын ачасене ашшĕсем патне кайса леçнĕ (тепĕр версипе — тÿрех вĕлернĕ), хăрачасене вара хайсем витерсе çитĕнтернĕ. Чăвашăн çĕнĕ халаплăхĕнче усă куракан "ама çын" (нумайлă хисепре "ама çынсем") ăнлав — ăнсăртран килсе тухнă пĕр янравлăхпа усă курса ятарласа ăсталанă "çĕнĕлĕх" пулса тăрать. Тепĕр чухне "амазонкăсем" теме пăхни вырăс чĕлхинчен цитата меслечĕпе илсе-йышанса майлаштарнипе тан.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/b/bb/Amazonomachia_Louvre_Ma2119_2.jpg/320px-Amazonomachia_Louvre_Ma2119_2.jpg)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/6/68/Herakles_Amazones_Staatliche_Antikensammlungen_1711.jpg/640px-Herakles_Amazones_Staatliche_Antikensammlungen_1711.jpg)