From Wikipedia, the free encyclopedia
Анадырь (чук. Кагыргын (кăнтăр чукчасен), чук. Въэӈын (çурçĕр чукчасен)[2], выр. Анадырь) — Раççейри хула. Чукотка автономлă тăрăхĕн тĕп хули. Хула Инçет Тухăç енче те Аякри Çурçĕрте вырнаçнă.
Анадырь районĕн тĕп хули, Тавайваам ялпа хула тăрăхĕ тунă[3].
Чи хĕвелтухăç Раççей хули. Унăн килĕсен нумайрăхăшĕ свайсенче тăрать (ĕмĕрхи шăнлăхран). Кивĕ ят — Ново-Мариинск (1924 çулччен).
«Анадырь» сăмах историллĕ çăлкуçсенче тĕрлĕ лексикаллă вариансенче пур: Онандырь — чукотка юханшывĕ, Анадырск — острог, С. Дежнёвăн та К. Ивановăн вăхăчĕсенче (XVII-мĕш ĕмĕрĕн варринче).
Тен, топоним Онандырь (Onandyr) юкагир тĕпĕрен эну-эн~ану-ан~ану-он пулса тухнă, ку «юшаншыв» пĕлтерет. Анадырь юханшывĕн чукча ячĕ — Йъаайваам — «мулкачăн» пĕлтерет. Май пур та, Йъаʼайваам — чукча адаптацийĕ керексен топонимĕн Йъаайвэйэм.
Вырăнти чукча халăхĕ хулана Въэӈын ят панă, ку «пыр ани», «кĕр» пĕлтерет, е Кагыргын «кĕр», «шăтăк», «ана», «вăрă», «пыр», ку унăн вырнаçни çинчен калать, мĕншĕн тесен вăл Анадырь лиманĕн тури пайĕ патне кĕни уçать[2][4].
Анадырь юханшыв çине вырнаçнă.
1889 çулхи çурла 3-мĕшĕнче, Раççей империйĕ правительствин указĕпе, чи çурçĕр-хĕвелтухăç патшалăх территориĕнче Анадырь округинче йышăну çинчен, вырăç çар тухтăрĕ тата поляр тĕпчевçи Гриневецкий Лев Францевич Казачка юханшывăн пуçламăшĕнче Ново-Мариинск посчĕне тунă.
Хула туни хăвăрт мар пулнă, нумайрах уйрăм тата патшалăх суту-илӳ склачĕсем ӳстернĕ. 1914 çулта кунта инçет-волна радиостанцийĕ тунă — чи вăйлă Раççейре çак вăхăтра[5].
Юпа революцийĕ хыççăн, совет влаçĕ Ново-Мариинскра 1924 çултă кăна кайнă. Çак вăхăтра Камчатка кĕпĕрне революци комитечĕн постановленипе паççулкана хальхи ятне улăштарнă.
1927 çулта Анадырь районĕн администраци центрĕ пулнă, виçĕ çултан — Чукотка наци тăрăхĕн тĕп хули.
1934 çулта "Анадырь" ĕç паççулки статусне панă[6].
1950-мĕш çулсен вĕçĕнче Анадырь лиманĕ хĕрринче пысăк тинĕс порчĕ тунă, çавăнпа паççулкă пуçласа ӳстерет. 1963 çулта Казачка юханшывĕнче плотина туни хыççăн Анадырта шыв пăрăхĕ тунă.
1965 çулхи кăрлач 12-мĕшĕнче, РСФСР Мăн Совет Президиумĕн указĕпе Анадырь паççулкине хула статусĕ панă[1].
1984 çулта Ил-62 самолетăн пĕрремĕш посадкасăр рейсĕ Мускав — Анадырь тунă.
1992 çулта хула тăрăх пĕлтерĕшĕн статусĕ панă тата Анадырь районĕрен тухнă[7].
2004 çулхи чӳк 29-мĕшĕнче Анадырь хули Тавайваам ялĕпе уйрăм Анадырь хулӑри тăрăхне йышăннă[3].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.