Беларуç арап алфавичĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Беларуç арап алфавичĕ XVI ĕмĕрте арап çырулăхне анăç вырăс çыру чĕлхинче усă курма йĕркеленĕ алфавит. Вăл çирĕм саккăр графемран тытăнса тăрать, хăшĕсем ахальхи арап алфавитĕнчен уйрăлса тăраççĕ:
- Арап чĕлхинче çук «ж», «ч» и «п» сасăсем валли тĕрĕк-перс графемисемпе усă курнă
پ چ ژ
- Çемçе «дз» тата «ц» сасăсене палăртма çĕнĕ графемăсем кĕртнĕ
- «ў» сасă валли уйрăм графема туман, ăна «в» евĕр çырнă:
و
Анăç вырăс арап алфавичĕпе Аслă Литва кнеçлĕхĕ йышне кĕнĕ хальхи Беларуç территоринче пурăннă литва тутарĕсем усă курнă. XIV-XVI ĕмĕрсенче вĕсем хăйсен чĕлхине пăрахса арап алфавичĕпе çырнă анăç вырăс çыру чĕлхине куçнă.