Биологи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Биологи (грек βιολογία; ав.гр. βίος «пурнăç» + λόγος «вĕрентÿ, ăслав»[1]) , — чĕрĕ çутçанталăка тата вăл тавралăхпа еплерех çыхăнура тăнине тĕпчекен ăслăх.
- Биолог «ыйтни» кунта янă; çавăн пекех урăх пĕлтерĕшсене пăхăр.
Хальхи вăхăтра биологи пĕтĕм тĕнчери вăтам тата аслă шкуллсенче стандартлă предмет пулса тăрать.
Çулсерен биологипе, çавăн пекех медицинăпа, биомедицинăпа[2], тата биоинженерипе миллион ытла статья тата кĕнеке пичетленсе тухать.
Биологи сăмаха усă курма пĕр-пĕринчен уйрăм 1802 çулта Ж. Б. Ламарк тата Г. Р. Тревиранус сĕннĕ. Çавăн пекех ку сăмах Т. Роозе (1797) и К. Бурдах (1800) хайлавсенче пур.
Биологи пурнăçăн мĕнпур аспекчĕсене тишкерет, уйрăммăн илсен: структурине, функциленине, ÿснине, пулса кайнине, эволюцие тата чĕрĕ организмсем Çĕр çинче епле валĕçĕннине. Чĕрĕ пурăнавçăсен Классификацийĕ тата вĕсене çырса кăтартасси, биологилле тĕссем мĕнле пулса кайса пĕр-пĕринпе тата тавралăхпа çыхăнни — кусем те биологи талккăшнех кĕреççĕ[3].
Çутçанталăк ăславĕсенчен биологи хăйне пайăррăн XIX-мĕш ĕмĕрте уйрăлса тухнă: шăпах ун чухне чĕрĕ организмсене чĕрĕ маррисенчен уйăрса тăракан енсене тата палăрăмсене тупса палăртнă.