From Wikipedia, the free encyclopedia
Григорий Семенович Васильев Пушкăрстанри Карамаскали районĕнчи Тинĕскӳл салинче (22.09.1897 — 28.1.1943) — Совет Союзĕн Паттăрĕ[БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1], подполковник. Воронеж фрончĕн 60-мĕш армин 232-мĕш дивизин 605-мĕш полкне ертсе пынă. 1919-мĕш çултан ВКП(б) членĕ.
Григорий Семёнович Васильев | ||||||
Çуралнă вăхăт | 1897 çул, авăнăн 22-мĕшĕ | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Пушкăрстанри Карамаскали районĕнчи Тинĕскӳл РСФСР | |||||
Вилнĕ вăхăт | 1943 çул, кăрлачăн 28-мĕшĕ | |||||
Вилнĕ вырăн | Анат Турово, Воронеж облаçĕнчи Новодевицк районĕнчи | |||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||
Çар ăрачĕ | ||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1918—1943 | |||||
Хисеп | ||||||
Чаç | Воронеж фрончĕн 60-мĕш çарăн 232-мĕш дивизин 605-мĕш полкĕ | |||||
Командăланă | 605-мĕш полк | |||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Граждан вăрçи, КВЖДри конфликт, Хасан кӳлли патĕнчи çапăçусем, Халхин-Голри çапăçусем, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Пушкăрстанри Карамаскали районĕнчи Тинĕскӳл салинче 1897-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш. 1919-мĕш çултан ВКП(б) членĕ. Пуçламăш шкул пĕтернĕ. Граждан вăрçине хутшăннă.
Японецсемпе 1938-мĕш çулта Хасан кӳлли патĕнче тата 1939-мĕш çулта Халхин-Гол юханшывĕ патĕнче çапăçнă.
Вăрçа 1941-мĕш çулта хутшăннă. Подполковник Васильев Г.С. ертсе пыракан 605-мĕш стрелоксен полкĕ 1943-мĕш çулхи раштавăн 24-28-мĕшĕсенче Верхненикольское, Яблочное, Кочетовка ялсене тăшмантан тасатннă çĕре хутшăннă. 1943-мĕш çулхи раштавăн 28-мĕшĕнчи Воронеж облаçĕнчи Новодевицк районĕнчи Анат Турово патĕнчи çапăçура подполковник Васильев Г.С. вилет. Воронеж облаçĕнчи Хохол ялĕ патĕнче пытарнă.
Тăван ялĕнчи шкул патĕнче палăк лартнă. Бийск хулинче ун ятне урама панă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.