Вирус
From Wikipedia, the free encyclopedia
Вирус (нумайлă хисепре вируссем, лат. virus — наркăмăш) — пайрăмсăр инфекцилле агент, чĕрĕ пайрăмсен ăшĕнче çеç пурăнать[1]. Вируссем мĕнпур йышши организмсене витереççĕ, ӳсентăрансемпе чĕрчунсенчен пуçласа бактерисем тата архейсем таран (бактерисен вирусĕсене бактериофагсем теççĕ). Çавăн пекех урăх вируссем тĕлĕнче çеç реплицирлекен вируссем пур (сателлит вируссем).