Давид Ревуа
From Wikipedia, the free encyclopedia
Дэвид Ревуа (1981 ҫулта Раймсра ҫуралнӑ) — хрантсус ӳнерҫи, ытларах енӗпе Pepper&Carrot тӳлевсӗр веб-комикс ярӑмне ӳкернипе паллӑ, ӑна 90 е ытларах процентпа 27 чӗлхене куҫарнӑ. Хӑйӗн кӗнекисене вӑл Glénat урлӑ пичетленет.
Ревуя малтан картинӑсене пир ҫинче сӑрӑсемпе ӳкернӗ, 2003 ҫултан пуҫласа цифра хатӗрӗсем ҫине куҫма тытӑннӑ, 2009 ҫулсем тӗлнелле ирӗклӗ кодпа ӗҫлекен тӳлевсӗр программӑсем ҫине куҫнӑ.
Ревой хӑйӗн ӗҫӗсен ытларах пайне ирӗклӗ лицензисемпе вырнаҫтарать, ҫакӑ унӑн ӗҫӗсен ремиксӗсене, ҫав шутра коммерциллӗ усӑ курма та, хатӗрлеме май парать. Ҫакна пула Pepper&Carrot евӗр тӗрлӗ хайлавсем самай йышланнӑ, вӗсен шутӗнче анимациллӗ фильмсем те пур, карт вӑййисем, темиҫе видеовӑйӑ, косплейлеме та ирӗклӗ юрать. Ревоя ҫакӑ питӗ кӑмӑла каять, хӑйӗ веб-страницинче те вӗсене час-часах палӑртса тӑрать.
2010 ҫулта «Алиса Тӗлӗнтермӗш тӗнчере» ӳкерчӗкшӗн вӑл CG Choice Award премие тивӗҫнӗ. Унӑн паллӑ ӳкерчӗксенчен пӗри — Иньпе Ян паллӑна евӗрлесе хатӗрленӗ «Пӗтӗм тӗнчери выҫлӑхӑн Инӗпе Янӗ».
Вӑл темиҫе вӗренӳ кӗнеки, сӑрлама вӗрентекен тата хӑйӗн ӗҫне кӑтартакан видеороликсем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех ӗҫӗнче усӑ куракан хатӗрӗсемпе программӑсем пирки каласа панӑ.