From Wikipedia, the free encyclopedia
Ингрид Бергман (швед. Ingrid Bergman; 29 çурла 1915 - 29 çурла 1982) — швед тата американ актриси. Американ кино ÿнер институчĕн рейтингĕнче — 100 çул хушшинчи 100 аслă кино çăлтăрĕ AFI версийĕ тăрăх — 4-мĕш вырăн йышăнать. Виçĕ хут «Оскар» тата «Давид ди Донателло» парнисене илме тивĕçнĕ, тăватă хут — «Ылтăн глобус», икĕ хут — «Эмми» парнисене, «Тони» (1947) парнине пĕрремĕш хут илекенĕ.
1915 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Швецинчи Стокгольм хулинче çуралнă.
Ашшĕпе амăшĕ вилнĕ хыççăн ăна куккăшĕ ӳстерме пуçланă. Ингридан актриса пулас шухăша вăл хирĕçлемен. Стокгольм патшалăх драма театрĕ çумĕнчи шкула вĕренсе пĕтернĕ.
17 çулта Ингрида тĕрĕслӳсем хыççăн Стокгольмри Патшалăх драма театрне ĕçлеме илнĕ, анчах тепĕр çултанах вăл фильмсенче ÿкерĕнес шухăшпа унтан тухать.
1934 çулта вăл пĕчĕк сăнара выляса кинора хăйне пĕрремĕш хут кăтартнă. Ку вăл 1934- мĕш çулта Э. Адольфсон «Граф из Мункбру» фильмĕнче вылянă роль пулать(экрансем çине 1935- мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче тухнă). Унччен Ингрид Г. Скуглундăн 1932- мĕш çулхи пуш уйăхĕнче экрансем çине тухнă «Международный» фильмĕнче эпизодлă рольте, черетре тăракан хĕрача пулса вылянă, — унăн хушаматне титрсенче кăтартман.
Вуннă ытла швед тата пĕр нилĕç фильмĕсенче ÿкерĕнсен, вăл Голливудран Дэвид Селзник продюсертан «Интермеццо» (1939) фильмра ÿкерĕнме йыхрав илет.
1940- мĕш çулсенче Ингрид актёр пултарулăхне Михаил Чехов шкулĕнче вĕреннĕ.
1942- мĕш çулта Ингрид Бергман «Касабланка» фильмри хăйĕн пултаруллă актёр ĕçĕ-хĕлĕнчи чи витĕмлĕ те чаплă ролĕсенчен пĕрне — Ильза Ланд рольне вылянă.
1945- мĕш çулта Ингрид «Чи лайăх актриса» ятне илсе «Оскар» парнине çĕнтерсе илет.
1949- мĕш çулта Ингрид Бергман Голливудран тухса каять — унăн пурнăçĕнче йывăр самана паçланать; пĕрремĕш упăшкипе Петтер Линдстрёмпа уйрăлать, кĕçех Роберто Росселлинипе пĕрлешет, пĕрремĕш хĕрĕ Америкара ашшĕпе юлать, виçĕ ачине — Робертино, Изабеллапа Изоттана — пăхса ÿстерет, çав вăхăтрах кинора Роберто Росселлини фильмĕсенче те ÿкерĕнет, театрта та вылать. Изабелла Росселлини ÿссе çитĕнсен паллă актриса пулса тăрать.
Хăйĕн пурнăçĕ çинчен «Моя жизнь» кĕнеке çырса хăварнă.
1982 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Лондон хулинче кăкăр ракĕ чирĕнчен вилнĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.