Кăнтăр корей Боингĕн инкекĕ (1983)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кăнтăр корей Боингĕн инкекĕ — СССР сывлăш уçлăхĕнчи чикĕрӳ инцидент, ун чухне 1983 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче Су-15 совет истребителĕ кăнтăр корей Korean Air Lines авиакомпанин Боинг 747 самолётне (Korean Air 007 рейсĕ, KAL007 (KAL-007) е KE007) персе антарнă.
Самолёт CCCР сывлăш уçлăхне кĕрсе, совет çар объекчĕсем çийĕн вĕçнĕ. Самолёта темиçе хутчен совет территорине антарма тăрăшнă (Ключи тата Елизово аэропорчĕ), анчах та май килменнипе СУ-15 чаракан истребитель ăна ракетăсемпе перет, вара вăл Сахалин утравĕнчен кăнтăр-хĕвел анăç еннелле шыва ӳкнĕ. Пĕр чĕрĕ çын та юлман, çав шутра АПШ элчĕсен палатин пайташĕ Ларри Макдональд (Larry McDonald). Персе антарнă самолёт Çĕнĕ Йорк — Сеул маршрутпа (Анкориджа кĕраççин тултарма анмалласкер) 246 пассажирпа 23 çын экипажа турттарса пынă 747-230B Боинг пулнă, вăл курсран 500 çухрăм аяккалла пăрăннă. Пулса иртнин сăлтавĕн тĕп версисем — вĕçевçĕсем йăнăшнă тата АПШ ятархĕсмечĕсен йĕкĕлтевĕ.
Çак инкек пулса иртсен СССРпа АПШ хутшăнăвĕсем татах пăсăлса каяççĕ.