Каролингсен империйĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Каролингсен империйĕ (фр. L’Empire carolingien) — Европăра IX ĕмĕрте пулнă патшалăх. Ун шутне хальхи Францин, Германин тата Италин, çавăн пекех тата ыттисен территорийĕсем кĕнĕ. Официаллă ят — «Анăç империйĕ» (фр. Empire d’Occident), анчах историографире ытларах Франксен империйĕ е Каролингсен империйĕ теççĕ. Анăç императорĕсен титулĕ «римлянсен императорĕ» (лат. imperator Romanorum) е «Рим империйĕн императорĕ» (лат. imperator Romanum gubernans imperium) пулнă. Çапла вара вĕсем хайсене Авалхи Римăн еткерçисем пек кăтартма тăрăшнă. Тĕпхула — Ахен.