Космосла пĕрремĕш хăвăртлăх
From Wikipedia, the free encyclopedia
Космосла пĕрремĕш хăвăртлăх (çаврăмла хăвăртлăх) — объект планета тавра çаврăмла орбитăпа куçтăр тесе ăна, палăртнă çÿллĕшĕнче, горизнталлĕн пама кирлĕ минимумла хăвăртлăх[1]. Çĕр çийĕ çывăхĕнчи орбитăшăн космосла пĕрремĕш хăвăртлăх 7,91 км/с чухлĕ пулать[2]. Комосла пĕрремĕш хăвăртлăх чи малтан СССРти «Спутник-1» аппарат тĕлĕшпе 1957-мĕш çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче пулнă[3].