Кӑҫатӑ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кӑҫатӑ, ҫӑм атӑ — сурӑх ҫӑмӗнчен йӑваласа тунӑ ӑшӑ кӗҫҫе атӑ; хытӑ та, ҫемҫе те тӑваҫҫӗ.
Кӑҫатӑ (пима) — Еврази халӑхӗсен йӑла-йӗрке атӑ-пушмакӗ, ӑна типӗ юр тӑрӑх ҫӳреме усӑ кураҫҫӗ.
Кӑҫатӑ юрӑхсӑра хӑвӑрт ан тухтӑр тесе тӗпне тир е резинӑпа тӗплесе савлаҫҫӗ, е ҫиелтен калуш тӑхӑнтараҫҫӗ. Хӗлле сивӗрех пулакан вырӑнсенче кӑҫатӑна кивӗ кӑҫатӑ кунчин кӗҫҫипе тӗплеҫҫӗ. Ӗлӗкрех кӑҫатӑсене ытларах хӑмӑр, хура, сӑрӑ е шурӑ тӗслӗ тунӑ, юлашки ҫулсенче вара тем тӗрлӗ тӗслисем те тӑваҫҫӗ.