Лена юписем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ле́на юписем — Раççейри Лена çинчи геологи вырăнĕ тата пĕр ятлă çутçанталăк паркĕ.
«Лена юписем» çутçанталăк паркĕ* | |
---|---|
Lena Pillars Nature Park** | |
Мĕнпур тĕнчери ЮНЕСКО кăнарлăхĕ | |
Лена юписем, юханшыв енчен | |
Патшалăх | Раççей |
Тĕс | Çутçанталăк |
Критерисем | viii |
Каçă | 1299 |
Регион*** | Ази тата Океани |
Кĕртни | 2012 (36 сесси)
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
* Официаллă вырăс ят-йышĕнчи ячĕ ** Официаллă акăлч. ят-йышĕнчи ячĕ *** Регион ЮНЕСКО классификаципе |
Якутири Хангалас улусĕнче Покровск хулинчен 104 çм вырнаçнă. Лена юписем — Ленаçум платтине тарăн айлăма касса юхакан Лена çыранĕсемпе чылай çухрăма çити тĕлĕнтермĕшле тăсăлнă чул шĕвĕр чул сăрчĕсен комплексĕ. Юпасем питĕ тачă ларнă вырăнĕ — Петровское тата Тит-Ары ялсем хушшинче.
100 метăра çити çӳллĕш чул сăрчĕсем кембрий акшарĕнчен тытăнса тăраççĕ.[1] Тектоника енчен Лена юписем Çĕпĕр платформин лаптăкĕнче вырнаçнă.
А. А. Бестужев-Марлинский декабрист Юпасем пирки питĕ хавхаланса асилнĕ:
«Темĕнле ырă шăплăх витет çак çутçанталăк тунă çĕрте, тискер те мăнаçлă çутçанталăкпа чун та пĕр пулать»[2].