Лики чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Лики чĕлхи — индоевропа çемьине кĕрекен анатоли туратĕнчи çухалнă чĕлхесенчен пĕри. Тимĕр ĕмĕрĕнче Ликия облаçĕнче (Анатолире, халĕ Турци çĕрĕ) сарăлнă пулнă.
Краткие факты Лики чĕлхи, Классификаци ...
Лики чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | trm̃mili |
Патшалăхсем: | — |
Регионсем: | Ликия |
Çухалнă: | п. эрч. I ĕмĕр |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Индоевропа çемьи | |
Çырулăх: | Лики алфавичĕ |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | — |
ISO 639-2: | — |
ISO 639-3: | xlc |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Закрыть
Луви чĕлхине питĕ çывăххи шутланать, вĕсен пĕрлехи инновацисем пур, анчах та çав чĕлхерен пулса тухман (маларах çапла шутланнă). Мили чĕлхи, малтан лики чĕлхин авалтарах варианчĕ тенĕ пулсан, халĕ вара, лики чĕлхипе пĕрпек пулин те, уйрăм пулать.
П. эрч. I ĕмĕрте çухалнă —Ликие Александр Македонский аслă патшалăхне кĕртсен майĕпен ăна грек чĕлхи ылмаштарнă[1][2].