Марк Туллий Цицерон
From Wikipedia, the free encyclopedia
Марк Туллий Цицерон (лат. Marcus Tullius Cicerō; 3 кӑрлач 106 пирӗн эрч., Арпинум — 7 раштав 43 пирӗн эрч., Формия) — авалхи Рим патшалӑх ӗҫченӗ, ораторӗ тата философӗ. Паллӑ мар ҫех кил-йышран тухнӑ пулин те, яка калаҫма пӗлнӗ пирки чаплӑ карьера тунӑ: сената кӗнӗ, пирӗн эрч. 73 тата 63 ҫҫ. консул пулнӑ. Катилина каварне уҫса аркатнӑ ӗҫре паллӑ вырӑн йышӑннӑ. Каярах, граждан вӑрҫисен вӑхӑтӗнче, республика еркине сыхласа тытса пырас ӗҫре чи хастаррисен шутӗнче пулнӑ. Иккӗмӗш триумвират пайташӗсен, патшалӑх пӑхӑнухлӑхне вӗҫӗ-хӗррисӗр хамсӑрнисекенсенчен аллинчен вилнӗ.
Цицерон ӗҫӗсем пирӗн кунсене ҫитнӗ. Аваллӑхрах вӗсем ҫыруллӑх тӗслӗхӗ пулнӑ, халӗ вара вӗсем пирӗн эрч. I ӗмӗр Рим пурнӑҫӗн пур енӗсене те пӗлме май паракан паха ҫӑлкуҫ пулса тӑраҫҫӗ.