Молекула
From Wikipedia, the free encyclopedia
Моле́кула (çĕнлат. molecula, лат. moles пĕчĕклетнĕскер — масса[1]) — икĕ е ытларах ковалентле çыхăннă атомсенчен тытăнса тăракан электронейтраллă пĕрчĕк [2][3][4][5][6][7]. Физикăра молекулăсем йышне çаплах пĕр атомлă молекулăсене те, тепĕр сăмахпа, ирĕклĕ (хими енчен çыхăнман) атомсене (тĕслĕхрен, сӳрĕк газсене, ртуте т. ыт.) кĕртеççĕ. Пĕр атомлă молекулăсем шутне ирĕклĕ атомсене кĕртни, тĕслĕхрен пĕр атомлă газсене, «молекула» тата «атом» ăнлавсене пĕрлештерни пулса тухать[8].