From Wikipedia, the free encyclopedia
Мулкач (лат. Lepus) — мулкач йышшисем йышри чĕрчунсен речĕ.
Асăннă рете çакнашкал тĕссем кĕреççĕ:
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле. |
Мулкач (лат. Leporidae) — мулкач евĕрлисен ушкăнĕн сĕтпе ÿсекенсен çемйинчи чĕрчун. Мулкачсем шутне Lepus, Pronolagus тата Caprolagus ăрачĕсем тата кроликсем кĕреççĕ.
Мулкач (вăрман мулкачĕ) 50 сантиметртан вăрăмрах пулать. Хăлхи 9-11 сантиметр тăршшĕ. Йывăрăшĕ 4 килограма яхăн. Вăрман мулкачĕн хăлхи хир мулкачĕн (карсакăн) хăлхипе танлаштарсан кăштах кĕскерех, ура лаппи вара сарлакарах. Ку мулкач вăрманта пурăнма юратать, анчах та сĕм вăрмансенче курăнмасть. Унăн рационĕнче 60 тĕслĕ ÿсен-тăран. Кăмпа та юратса çиет. Апат шырама каçхине тухать. Ирпе ирех те ăна апатра курма пулать. Кăнтăрла вăл канать% çулла уçă вырăнта - пĕр-пĕр хÿтлĕх хыçĕнче, хĕлле юр айĕнче. Куçĕ лайăхах курмасть, анчах та хăлхи питĕ лайăх илтет. Çулталăкра 1 е 2 хут çăвăрлать. 3-5 çура пулать пуслăхра. Пĕр эрнери мулкач çури курăк çиме тытăнать. Икĕ эрнери çурасене амăшĕ ĕмĕртме пăрахать. Малалла çурасем хăйсем тĕллĕнех пурăнаççĕ. Мулкачсене тилĕсемпе çÿлевĕçсем тапăнаççĕ. Тăманасем те канăç памаççĕ. Çынсем те вĕсене тытсах тăраççĕ. Мулкачсен хисепĕ 10 пине яхăн шутланать.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.