Нуклонсар физики
From Wikipedia, the free encyclopedia
Нуклонсар физики — атомсен нуклонсарĕсене, çавсен тĕрлĕрен паларăмĕсене, вăл шутра сĕртĕнсе çапăннисене те тишкерекен ăслав, физикăн пĕр пайĕ.
Атомăн нуклонсарĕ нуклонсенчен (протонсемпе нейтронсенчен) тăрать. Çапла вара кăтартуллă нуклонсарсенче вуншар тата çĕршер нуклон шутланать. Нумай-и ку е сахал-и? Тĕп-тĕрĕссĕн тĕпчеме — нумайрах, статистика мелĕсемпе тĕпчеме — сахалтарах. Çапла вара урăх меслетсем шыраса хăшкăлма тивет.