From Wikipedia, the free encyclopedia
Тĕнче океанĕ (авалхи чăвашла - Талай) — континентсемпе утравсене хупăрласа тăракан тинĕс шывĕн çыхăнуллă пысăк пĕрлĕхĕ. Çĕрĕн тăватă пайĕнчен виççĕшĕ яхăн (71 %) тинĕс шывĕпе витĕннĕ.
Тинĕс юхăмĕсем — океан шывĕн пысăк калăпăшĕсен куçăмĕсем. Çак ĕç пулăмĕ чылай çĕршывсен климатне улăштарса тăрать.
Çĕрĕн климачĕ океанран çав тери пăхăнуллă пулать. Хĕвел радиацийĕ хăвачĕпе шыв пăса çĕкленет те Çĕрĕн континенчĕсене çитет, вара атмосферăн тĕрлĕ нӳрĕкĕн тĕсĕсемпе çĕр питне ӳкет. Океан юхăмĕсем вĕрӳллĕ е сивĕннĕ шывсене урăх широтăсене куçараççĕ, çапла вĕсем планета çинчи ăшăн пайланăвĕшĕн явăплă пулаççĕ.
Шыв пысăк ăшă калăпăшĕллĕ, çавăнпа океан температури типçĕр температуринчен çав тери мăранрах улшăнать. Океанçум çĕрсенче талăкра тата сезонра температура вăрах çеç сикет.
Океан чылай хормăллă пурнăçшăн таврашĕ шутланать; çав шутра:
Океансем хуçалăх ĕçĕсемшĕн транспорт çулĕсем вырăнĕнче пулаççĕ: чылай япалана карапсемпе тинĕс порчĕсем хушшинче турттараççĕ. Шыв тăрăх япала куçарма йӳнĕ, çапах та хăвăрт мар. Тинĕс çулĕсене кĕскелетме каналсем,касса тунă, вĕсенчен чаплисем: Панама тата Суэц каналĕсем.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.