Пăлхарсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пăлхарсем — вăтам ĕмĕрсенче пулхăрсем балкан славянĕсемпе тата Балканăн вырăнти халăхĕпе, чи малтанах фракисене асăнмалла, хутшăнса пулса тăна кăнтăр славян[2][3] халăхĕ. Хăйсен ятне авалхи пăлхар йăхĕсен пĕрлешĕвĕнчен туяннă.
Пăлхарсем | |
Борис I • Христо Ботев • Васил Левский • Валя Балканская | |
Тăван ячĕ | българи |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Пурӗ: 7 млн[1] Португали Португали: 628 | |
Чĕлхе | пăлхар |
Тĕн | Пăлхар православи чиркĕвĕ, Пăлхар католик чиркĕвĕ тата протестантизм, ислам (пăмаксем) |
Расă тĕсĕ | европеоидсем |
Кĕрет | пăлхарсем |
Пăлхарсем Болгарире, АПШ-ра, Европа Пĕрлешĕвĕн патшалăхĕсенче, Украинăра, Молдовара, Сăрпире, Çурçĕр Македонире, Касахстанра, Раççейре тата урăх çĕршывра пурăнаççĕ. Пур йышĕ 12 млн яхăн. Чĕлхи — пăлхар чĕлхи. Тĕн енĕпе — православисем, çаплах католиксемпе протестантсем пур, Çурçĕр Грецири помаксем — мăсăльмансем.
Ытларах пăлхарсем Пăлхарире пурăнаççĕ. Украинăра, Молдавире, Пăлхарипе кӳршĕ Румыни, Греци, Турци чикĕ çумĕнчи çĕрсенче, çаплах Çурçĕрпе Кăнтăр Америкăра пурăнаççĕ. Хăй Пăлхарире 7,2 млн. ытла çын (1965). Тăван çĕршыв тулашĕнчи чи пысăк ушкăнĕ — СССР пăлхарĕсем (324 пин çын, 1959 халăх çыравĕпе).