![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/2/27/Full_stop.svg/langcv-640px-Full_stop.svg.png&w=640&q=50)
Пăнчă (çырулăх палли)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пăнчă — çырулăхра тĕрлĕ тĕллевсемпе усă куракан паллă. Функцисене кура чарăну палли е орфографи палли шутланать. Пăнчăна чăваш чĕлхинче çак тăрăмсенче усă кураççĕ.
- Пуплерĕш вĕçленнине палăртма (кун чухне вăл пунктуаци палли пулать).
- Сăмаха кĕскетнине палăртма (кун чухне вăл орфографи палли пулать).
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/2/27/Full_stop.svg/320px-Full_stop.svg.png)
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
Çавăн пекех пăнчă ытти хăшпĕр кăткăс чарăну паллисен (кăшкăру палли, ыйту палли, икĕ пăнчă, виçĕ пăнчă, пăнчăлăх, ...), кунсăр пуçне, Ёё саспаллин те, элеменчĕ пулса тăрать . Анчах ун пек йышра чухне ăна чарăну палли е пунктуаци палли теейместĕн.