![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/2/2a/DrumMozartRegiment.jpg/640px-DrumMozartRegiment.jpg&w=640&q=50)
Параппан
From Wikipedia, the free encyclopedia
Параппан (тĕрĕк сăмахĕнчен пулса тухнă, пулас) — кĕмсĕртӳллĕ кĕвĕ хатĕрĕ, мембранофон.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/2/2a/DrumMozartRegiment.jpg/320px-DrumMozartRegiment.jpg)
Чылай халăхăн инструменчĕ. Параппан шутне йывăç (е металлă) пушă цилиндрлă резонатор-корпус е хашака (рамă) çине икĕ (е пĕр) енчен сăран мембранăсене туртса çирĕплетнĕ (сасăн çӳллĕшне туртăвĕпе улăштарма пулать).
Сасса мембранăна йывăç шаккан çемçе вĕççипе, патакпа, алăпа, хăш чух сĕркелесе кăлараççĕ.