Пацифида
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пацифи́да (е Пасифи́да, çаплах — Му континенчĕ) — гипотезăри Лăпкă океана путнă континент. Чылай халăхсен авалхи халапĕсенче тăтăшах Лăпкă океан вырăнĕнчи утрав е çĕр пирки асăннă, анчах та «хыпарĕсем» тĕрлĕ пулаççĕ.
Оккульт тата пара-ăслăлăх литературăра Пацифида пирки тăтăшах пĕр-пĕрине хирĕçлекен, тĕрлĕ халăхсен халапĕсенче тата авторсен фантазийĕсенче нумай верси (Атлантика океанĕнчи Атлантида, Инди океанĕнчи Лемурия, Çурçĕр Пăрлă океанĕнчи Арктида-Гиперборея пекех) пур.