From Wikipedia, the free encyclopedia
Пржевальский лаши (лат. Equus ferus przewalskii Equus ferus przewalskii, монг. тахь) — Азире пурăнакан хир лашин кĕçĕн тĕсĕ. Хăшпĕр таксономистсем ăна уйрăм Equus przewalskii тĕсе уйăраççĕ.
1879 çулта Николай Михайлович Пржевальский 13 çынран тăракан ушкăнăн ертÿçи пулса Зайсан хулинчен виççĕмĕш çулçÿревне тухнă. Урунгу юханшывĕ тăрăх Хами оазис тата пушхир тăрăх Са-Чжеу оазис, Тань-Шань хысакĕсем урлă Тибета, Сенкер юханшыв (Мур-Усу) çине тухнă. Тибет правительстви Пржевальскине Лхасуна кĕртесшĕн пулман, вырăнти халăхĕ вара çав териех пăлханнă пирки, Пржевальскин, Танг-Ла ту хасакĕсен урлă каçнăскерĕн тата Лхасаран 250 çухрăм çех пулнă пулин те, Ургуна таврăнма тивнĕ.
1881 çулта Раççея таврăнсан, Пржевальский хăйĕн виççĕмĕш çулçÿревĕ çинчен çырса пĕлтернĕ. Вăл унччен пĕлмен çĕнĕ лаша тĕсĕ çинчен пĕлтернĕ, каярах ăна унăн ятне панă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.