Прометей
From Wikipedia, the free encyclopedia
Прометей (ав.-грек. Προμηθεύς, тӳррен — тӑрӑшакан, малашне пӑхакан) — Авалхи грек халаплăхӗн титанӗ, ҫынсене турӑсен усал ӗҫӗсенчен хӳтӗлекенӗ, ҫӑлаканӗ, скифсен патши. Зевсӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ. Иапет титанпа Клименан (Аполлодор тӑрӑх — Асиян, Эсхил тӑрӑх — Фемида-Геян, Евфорион тӑрӑх — Герапа Евримедонт титанӑн ывӑлӗ). Атлантӑн, Менетий тата Эпиметей тӑванӗ. Гесионан упӑшки, Девкалионӑн ашшӗ (тепӗр вариант тӑрӑх — Пандораран), Иоран (Истр тӑрӑх).
Авалхи халап тӑрӑх, Прометей Гефестран кӑвар вӑрласа, Олимпран антарса ҫынсене парнеленӗ.
Ҫав ӗҫшӗн Зевс Гефеста (е Гермеса) Прометея Кавказ сӑрчӗсен хысакӗ ҫине, (Колхидара е Скифсен ҫӗрӗнче), кӑкарма хушнӑ. Ӑна Зевса итлеменшӗн айӑпласа явап тыттарнӑ. Прометейӑн асап чӑтма тивнӗ — вӑл пӗрмай вӗҫсе килекен ӑмӑрткайӑк унӑн пӗверне сӑхнинчен хӗн курнӑ.