СИ тĕп пĕрчисем
From Wikipedia, the free encyclopedia
СИ тĕп пĕрчисем — физикăлла капсен пĕрчисен пĕтĕм тĕнчери СИ тытăмĕнче тĕпре тăракан çичĕ капăн пĕрчисем.
Çак капсен пĕрчисем тĕпре тăраççĕ — вăрăмăш, масса, вăхăт, электроток вăйĕ, термодинамикăлла температура, япалалăх шутлавлăхĕ тата çутă вăйĕ. Ку капсене çак тĕп пĕрчĕсем (СИ) тĕл килеççĕ — метр, килограмм, çеккунт, ампер, кельвин, моль тата кандела.
Ытти капсен пĕрчисем пурте тăхăмсем шутланаççĕ.