From Wikipedia, the free encyclopedia
Сайкин Семён Фёдорович - (14.8.1914, Тури Чаткас ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Оаççей империйĕ — 10.8.2002, Шупашкар, Чăваш Ен, РФ), - совет тата раççей аслă шкул ертӳçи, Чăваш патшалăх университечĕн пĕрремĕш ректорĕ, техника ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор, Чăваш АССР ăслăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ [1] ССРП Аслă Канашĕн VIII тата IX чĕнĕвĕсен, Чăваш АССР Аслă Канашĕң Х чĕнĕвĕн депутачĕ. Чăваш республикин ăслăхсемпе ӳнер академин хисеплĕ пайташĕ.
Сайкин Семён Фёдорович | ||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт: | 1914, авăн, 14 | |||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Тури Чаткас, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей Патшалăхĕ (халĕ Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕ) | |||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт: | 2002, авăн, 10 | |||||||||||||||
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен, РФ | |||||||||||||||
Патшалăх: | ||||||||||||||||
Ăслăх сфери: | теорилле механика, маякилтерĕш математика | |||||||||||||||
Альма-матер: | Хусан патшалăх университечĕ | |||||||||||||||
Ăслăх ертӳçи: | Чăваш паташлăх университечĕ | |||||||||||||||
Чыславсемпе парнесем |
|
Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ Пăва уесĕнчи Тури Чаткас ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕ) çуралнă.
Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Хусанти патшалăх университечĕн физика-математика факультетĕнче вĕренсе тухнă, çак факультетрех механика кафедринче аспирант пулса пĕлĕвне ӳстернĕ.
1941 çулхи утă уйăхĕнче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине мобилизациленĕ, 789-мĕш артиллери полкĕнче хĕсметре тăнă. Анăç фронтĕнче, 1943 çулхи раштав уйăхĕнченпе — 2-мĕш Балтиçум фронтĕнче çапăçнă. 1942 çулхи ака уйăхĕнченпе — 20-мĕш çарăн саппасри полкĕн штаб пуçлăхĕн пулăшавçи. Вăрçăран майор çарти хисеппе таврăннă.
Кандидат диссертацине 1948 çулта, тухтăр диссертацине — 1965 çулта хӳтĕленĕ. Ăслăх сфери — теориллĕ механика.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.