Типпекану патĕнчи çапăçу
From Wikipedia, the free encyclopedia
Типпекану патĕнчи çапăçу (акăл. Battle of Tippecanoe — 1811 çулхи Чӳк, 7, АПШ губернатор Уильям Генри Гаррисон ертсе пынă Индиана Территорипе Текумсен шăллĕ, Тенскватава ертсе пынă индей конфедераци хушшинчи çапăçу.
Типпекану патĕнчи çапăçу | |||
Тĕп хирĕçӳ: Текумсе вăрçи Анкăл-американ вăрçи | |||
![]() Алонзо Чеппел çырнă (1879 ç.) | |||
Вăхăт | 1811 çулхи чӳкĕн 7-мĕшĕ | ||
---|---|---|---|
Вырăн | Хальхи Бэттл Граунд (Индиана) ял патĕнче | ||
Тăшмансем | |||
| |||
Çарпуçсем | |||
| |||
Енсен вăйĕсем | |||
| |||
Çухатнисем | |||
| |||
![]() |
АПШ вăйĕсем ополченпе регулярлă çартан тăнăскер, хăйсемпе индей йăхĕсем хушшинчи лару-тăру хĕрсе кайнине курса конфедерацин штаб-квартирне тапăннă. Çапăçу Типпекану тата Уобаш юханшывĕсен юппинчи Профетстаун ялĕ çумĕнче пулса иртнĕ.
АПШ пур енчен те çĕнтернĕ пулин те, çĕнтерÿ питĕ йывăр çухатусемпе пырса çитрĕ. Тапăннă индейсен шучĕ сахалрах пулсан та, вĕсен çухатăвĕсем пĕчĕкрех пулнă. Çапăçу Текумсе вăрçин кульминацийĕ пулса тăнă, ку Текумсе 1813 çулта вилечченех пынă. АПШ индейсене çĕнтерни американ çарĕшĕн пĕлтерĕшлĕ политика палли çех мар, Текумсе конфедераци путлăхнине те пĕлтернĕ, конфедераци çаплипех хăйĕн малтанхи вăйне кĕреймен. АПШ пĕрлĕхĕ индейсем пăлханса хирĕç тăнăшăн британ патшалăхне айăпланă. Вăл вара тепĕр ултă уйăхран пуçланнă Анкăл-американ вăрçин катализаторĕ пулса тăнă.