From Wikipedia, the free encyclopedia
Лев Николаевич Толстой, — тĕнчипе паллă вырăс çыравçи. 1828 çулхи авăн уйăхен 9-мĕшĕнче Тулă кĕпернин Крапивинка уесĕнчи Ясная Полянăра çуралнă. 1910 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче вилнĕ.
Лев Николаевич Толстой | |
И. Н. Крамской, Лев Николаевич Толстой сăнарĕ, 1873 çул | |
Çуралнă чухнехи ят: | Лев Николаевич Толстой |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1828 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн: | Ясная Поляна, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1910 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн: | Астапово, Раççей империйĕ |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | 19-мĕш ĕмĕрти вырăс çыравçи |
Пултарулăх çулĕсем: | 1847—1910 |
Тĕлĕ: | Реализм |
Ĕçсен чĕлхи: | вырăс |
Алпусни: | |
Лев Толстой çуралнăранпа икĕ çула çитеччинех унăн амăшĕ вилсе кайнă. Амăшсăр юлнă ачасене аякри тăванĕ Т. А. Ергольская пăхса вĕрентме тытăннă. 1837 çулта аслă ывăлне университета кайма вăхăт çитнĕ пирки, кил-йышĕпе пĕрле Мускава куçса кайнă. Анчах кĕтмен çертен инкек килнĕ, ашшĕ вилсе кайнă. Ун хыççăн виçĕ кĕçĕн ывăлĕ каллех Яснăй Полянăна таврăннă, вĕсене Т. А. Ергольская пăхма пуçланă. 1840 çулта Лев Николаевич Хусана куçса килнĕ. Кунта ăна ашшĕн йăмăкĕ П. И. Юшкова пăхма пуçланă.
15 çула çитсен, 1843 çулта, Лев Толстой Хусан университетне вĕренме кĕнĕ. 1847 çулхи çуркунне Лев Николаевич университета пăрахать те хай çуралнă çĕре, Яснăй Полянăна таврăнать.
Унăн литература ĕçĕсене чăвашла Ишетер Федосия Дмитриевна куçарнă.
Лев Толстой Викивулавăшра? | |
Лев Толстой Викиампарта? |
Шаблон:Лев Николаевич Толстой
Шаблон:ВП-порталсем/+ Шаблон:ВП-порталсем/+ Шаблон:ВП-порталсем/+ |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.